Семья Красновых - Кӑшт самантлӑха
презентация

Кӑшт самантлӑха

Семья Красновых

Семья Красновых - Кӑшт самантлӑха

Кӑшт самантлӑха

Обзор Презентация

Интро: x4
| F /// | G /// | Am /// | Am /// |

1 куплет:
Am G Am
Пит йывӑр ҫке пурнӑҫ ҫӗр ҫинче, иртет хӗвешсе.
F Dm C G
Ҫук телей тупма чунӑм валли ҫак ҫӗр ҫинче.
Am G Am
Чун макӑрать вӑхӑтлӑх ҫуртра, пачах ют ҫуртра.
F Dm C G
Куҫ тинкерет тӳпенелле ӑша ҫунтарса.

Припев:
F G C Am
Кӑшт самантлӑха хӑварса ҫак ҫӗре вӗҫес тӳпене,
F G C Am
Курасчӗ Турӑ мана валли хатӗрленӗ кермене.
F G C Am
Иисус аллине алӑпа сӗртенсе курасчӗ сӑнне,
F G Am
Курасчӗ Ӑна, Кама савать чӗре

2 куплет:
Асаплӑ ҫул ман ҫӗр ҫинче утса тухмалла,
Пӗр Иисус Пулӑшакан утма ҫак ҫулпа.
Вӑл вӑй парать мала утма, таса пурӑнма,
Анчах тӳпене чун туртӑнать самантлӑха.

Припев:
Кӑшт самантлӑха хӑварса ҫак ҫӗре вӗҫес тӳпене,
Курасчӗ Турӑ мана валли хатӗрленӗ кермене.
Иисус аллине алӑпа сӗртенсе курасчӗ сӑнне,
Курасчӗ Ӑна, Ӑна

3 куплет:
Эп ӗненеп - ҫитет кӗтнӗ самант, кайӑп тӳпене.
Куратӑп Турӑ мана валли хатӗрленӗ кермене.
Христос аллине сӗртенӗп алӑпа, курӑп сӑн-питне,
Курӑп Ӑна, Кама савать чӗре.

Припев: +2
G A D Hm
Кӑшт самантлӑха хӑварса ҫак ҫӗре вӗҫес тӳпене,
G A D Hm
Курасчӗ Турӑ мана валли хатӗрленӗ кермене.
G A D Hm
Иисус аллине алӑпа сӗртенсе курасчӗ сӑнне,
G A Hm
Курасчӗ Ӑна, Кама савать чӗре